Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӳ, алӑ ҫинчи тумтир (ТумС)

Тумтир словарӗн пайӗ, Хыпар хаҫатӑн 243-244, 246, 247 номерӗсенче пичӗтленнӗ статьяран илнӗ. Авторӗ — Никифор Наумов, ӑсчах. Ӳкерчӗксене Е. Гатауллина-Наумова, Е. Наумова ӳкернӗ.

Пӳ, алӑ ҫинчи тумтир

Алса - ал ҫи, ҫийӗ. Ал ҫине тӑхӑнмалли алсиш, ал ҫи витти. Алсана ӗҫ тунӑ вӑхӑтра, хӗллехи сивӗре тӑхӑнаҫҫӗ. Сӑран алса, кӗрӗк алса, ҫӑм алса, вӑрӑм кунчаллӑ алса, пир алса, килте ҫӗленӗ алса, хура алса, хром алса, пасар алси, самар алси, хусан алси.
"Самар алси сарӑ алса
Ик аллӑма саратрӗ.
Хусан алси хура алса
Хаклӑ хакпа хӑратрӗ"
.

Алсиш — алса, алӑ ҫине тӑхӑнмалли ҫемҫе ал ҫивитти, ал ҫийӗ.
Ҫыхнӑ алсиш, ҫӗленӗ алсиш, ҫемҫе тиртен ҫӗленӗ алсиш, пусма пиртен ҫӗленӗ алсиш. Икӗ пӳрнеллӗ алсиш, виҫӗ пӳрнеллӗ алсиш, пилӗк пӳрнеллӗ алсиш, тӗрӗллӗ алсиш, чӑлха алсиш, пӳрнескесӗр чӑлха алсиш. Пӳрниски вырӑнӗнче йӑлли, шӑтӑкӗ кӑна.

Аҫам — вырӑсла "азям", арабла "аджам" — длинная /персидская/ одежда. Килти тӑлла-сукнаран ҫӗленӗ хӗллехи тумтир ҫине тӑхӑнакан анлӑ, вӑрӑм, ҫӳллӗ ҫухаллӑ хресчен тумтирӗ. Хура аҫам, кӑвак аҫам, лава ҫӳрекен аҫам.
"Кӗлмӗҫ хаяр киреметре хура аҫам, хура ҫӗлӗк тӑхӑнса кӗлӗ тума пуҫларӗ. Кӗлӗ пуҫласан ҫӗлӗкне сулахай хул айне хыврӗ".

Йермек, ермек — вырӑсла "армяк", ҫухасӑр аҫам. Тӗве ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ, чи ҫири тумтир ҫине тӑхӑнакан хӗллехи тумтир. Йермек ҫине килте тӗртсе тунӑ вӑрӑм пиҫиххи /кушак/ ҫыхнӑ. XX ӗмӗрте манӑҫа тухнӑ тум-тир.
Ермак тесе ермек тӑхӑннӑ е ермек тумтир ҫӗлекен ӑста ҫынна каланӑ. Сӑмахӗ ята, хушамата куҫнӑ.

Кӗпе — пӳ ҫине тӑхӑнакан тумтир. /Тӗрӗк чӗлхинче "кипак" - хупӑнчӑк/. Ача кӗпи, хӗрарӑм кӗпи, арҫын кӗпи, тӗрӗленӗ кӗпе, шурӑ кӗпе, улача кӗпе, аялти кӗпе, ҫири кӗпе, тутарла кӗпе, вырӑсла кӗпе, килте ҫӗленӗ кӗпе, пасар-лавкка кӗпи, вилнӗ ҫын валли ҫӗленӗ кӗпе.

Кӗрӗк — тунӑ, ҫемҫетнӗ ҫӑмлӑ тиртен ҫӗленӗ тумтир. Вырӑсла шуба, тӗрӗкле "курк", "корӳк" — тир, ҫӑмлӑ тир. Хӗрарӑм кӗрӗкӗ, пилӗклӗ кӗрӗк, пӗрнӗ кӗрӗк, ача-пӑча кӗрӗкӗ, арҫын кӗрӗкӗ, тӑлӑп кӗрӗк, вӑрӑм кӗрӗк, кӗске кӗрӗк. Хура кӗрӗк, сарӑ кӗрӗк, шурӑ кӗрӗк, ҫухаллӑ кӗрӗк, ҫухасӑр кӗрӗк, сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ кӗрӗк, мулкач тирӗнчен ҫӗленӗ кӗрӗк, пӑру тирӗнчен ҫӗленӗ кӗрӗк, шашкӑ тирӗнчен ҫӗленӗ кӗрӗк, пӑсара тирӗнчен ҫӗленӗ кӗрӗк.

Кипке — 1. Кӗпе. 2. Чӗркемелли ҫи витти. З.Тумтир ҫине тӑхӑнакан тум, хӑлат. Кипке ячӗ кӑп, кап, хуп сӑмахсене ҫывӑх. Ача кипки, ҫири кипке, тачка кипке, хулсӑр кипке, ҫыхнӑ кипке, ҫӗленӗ кипке, кӗрӗк кипке.
Авал вӑрҫӑ хирне паттӑрсем тимӗр кипке /колчуга/ тӑхӑнса тухнӑ.

Костюм — кипкипе /пиншакӗпе/ шӑлаварне пӗр сукна пусмаран ҫӗленӗ тум, тумтир, XX ӗмӗр вӗҫӗнче Чӑваш Енре йӑлана кӗнӗ.

Курткакурд сӑмахран. Кипке-пиншак. Кӗске сӑхман.

Крымски, крымска — 1. Крым енчи халӑх евӗр ҫӗленӗ сӑхман. 2. Ҫухаллӑ, хӑюллӑ хӑнтӑр /бобер/ тирӗнчен ҫӗленё хӗрарӑмӑн кӗске кӗрӗкӗ. XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче модӑра пулнӑ.

Пиншак - англи чӗлхинчи "бобриковая куртка". Тумтир ҫине тӑхӑнакан кипке, кӗске сӑхман.

Пир — туркменла "биз", чӑвашла "пир" /з-р/, перси чӗлхинче "бяз" — тӗртнӗ шурӑ пир. Тумтир ҫӗлемелли пусма. Тӗртсе тунӑ пир-авӑр. Сӳс-кантӑр, йӗтӗн, мамӑк ҫиппинчен тӗртсе тунӑ пусма, пир-авӑр. "Бязь" тесе вырӑссем Вӑтам Азире, персире мамӑкран арласа тӗртнӗ шурӑ пир-авӑра каланӑ. Халӗ тачӑ тӗртнӗ мамӑк /шурӑ/ пир-авӑра калаҫҫӗ. Туркменсем пир тӗртекен станока "урмак", "ирмек" теҫҫӗ. Чӑвашсем ку ятсене маннӑ, "станок" ята йышӑннӑ. Урмак, ирмек сӑмахсем ҫын хушаматӗнче /Урмаков, Ирмаков/ сыхланса юлнӑ.
Йӗтӗн пир, катан /кантӑр/ пир, шурӑ пир, ула/ча/ пир, шӑла пир, ҫӑлкӑш пир, тик /чик, ҫӑт/ пир, пусма пир, шуратнӑ пир, мамӑк пир, пусма пир.

Сӑхман — 1. Ҫӑм ҫиппинчен килте тӗртсе тунӑ тӑла-сӑхман, сукна. 2. Тӑла-сӑхманран, сукнаран ҫӗленӗ тум, тумтир.
Сӑхман /а/ - шыв сӑхмасть, шыв ямасть. Сӑхмана сурӑх ҫӑмӗнчен /ҫиппинчен/ тӗртсе йӑваласа тӑваҫҫӗ. Сӑхман-сукнаран тумтир ҫӗлеҫҫӗ: асам, чаппан, сӑхман, кафтан, ҫипиркке, крымска, куртка. Тӑлла-сӑхманран ҫиелти йӗм, шаравар ҫӗлеҫҫӗ тата ура /ҫӑпата/ сырмалли тӑла касса тӑваҫҫӗ.

Ҫит, ҫитӗ — ҫие витӗнекен ҫи витти. Вӑхӑтлӑх, ятсӑр витӗ тумтир.

Тӑлӑп — /тӗрӗк чӗлхинче "тулуп" — тунӑ тир/. Ҫӑмлӑ, тунӑ тиртен ҫӗленӗ пысӑк
ҫухаллӑ, хӗллехи тумтир ҫине ҫиелтен тӑхӑнакан пысӑк кӗрӗк. Тӑлӑп ҫине вӑрӑм пиҫиххи /кушак/ ҫыхаҫҫӗ. Лава каймалли тӑлӑп, ямшӑк чупмалли тӑлӑп, сарӑ тӑлӑп, шурӑ тӑлӑп, хура тӑлӑп. Пуян ҫын — тӑлӑп, чухӑн ҫын аҫам тӑхӑнать. "Качча тухнӑ чух мана пичче тӑлӑп парнелерӗ". Тӑлӑпа сурӑх, така тирӗсенчен ҫӗлеҫҫӗ.

Тевет — хӗрача тумӗ. Хул пуҫҫи урлӑ ҫакнӑ тевет. Тевет ҫине нухрат укҫасене ҫӗлесе хураҫҫӗ.

Тир — тискер кайӑксенчен, выльӑхсенчен сӳсе илнӗ чӗрӗ тиртен йуҫӗтсе, ҫемҫетсе хырса тунӑ тумтир ҫӗлемелли тир. Чӗрӗ тиртен чӗн, ҫӑмлӑ тир, ҫӑмсӑр тир таваҫҫе. Тиреҫисем выльӑхне кура, тирне тунӑ майне, теллевне кура темиҫе ятлӑ, тӗллевле тир тӑваҫҫӗ.
_Тир тӗсӗсем_:
Башмачная — пушмак пӑру тирӗ. Чӑвӑшсен, тӗрӗксен "пушмак", "башмак" сӑмахӗнчен. Вырӑс чӗлхине XVI ӗмӗрте кӗнӗ. Петӗр патша моряксен башмакне пушмак пӑру тирӗнчен кӑна ҫӗлеме хушнӑ. Ку йӑла паянхи кунччен те сыхланать.
Дубленная — /Дуб-юман/. Дубленная — юман хуппинчен тунӑ сӑрӑ ҫинче кӗлернӗ кӗрӗк тир. Сурӑх тирӗнчен тӑваҫҫӗ. Тирӗнчен кӗрӗк тумтир ҫӗлеҫҫӗ.
Замша — /Поляк чӗлхинче - "тир" сӑмаха ӑнлантарать/. Ҫемҫе сӑран тир. Бархат пек кӗҫҫеленсе тӑрать. Пӑши, пӑру, сурӑх тирӗсенчен тӑваҫҫӗ.
Алсиш, перчетке, атӑ-пушмак, тумтир ҫӗлеҫҫӗ.
Каракуль — 1-3 кунри кӑтра путек тирӗ. Хура каракуль, кӑвак каракуль. Каракуль тирӗнчен калпаксем ҫӗлеҫҫӗ.
Лайка — /йытӑ сӑмахран/. Ҫӳхе, ҫемҫе, тӑсӑлакан тир. Йытӑ, качака, путек-сурӑх тирӗнчен тӑваҫҫӗ. Перчетке, хӗрарӑмсен ҫуллахи атӑ-пушмакне ҫӗлеҫҫӗ.
Сафьян — /перси чӗлхинче "сахтийан" — качака/ — ҫӳхе, ҫемҫе, сӑрӑ ҫине чикнӗ тир. Качака, сурӑх тирӗнчен тӑваҫҫӗ. Диван, пукан ҫине сӑраҫҫӗ. Тӗрлӗ енчӗк, перчетке ҫӗлеҫҫӗ.
Скара, скорье - суту-илӳри чӗр тир ячӗ.
Усма — тунӑ тир. Пусма тир. В.И.Даль пусма, шурӑ тир сӑмахран пулма пултарнӑ тесе ҫырать. "Сыромятная кожа. Известна с X века".
Хром — хром тӑварӗпе сӑрӑланӑ хура сӑран тир. Ӗне, сурӑх тирӗнчен тӑваҫҫӗ. Атӑ-пушмак, сумка, алса, перчетке ҫӗлеҫҫӗ.
Шагрень, шегрень — /тӗрӗк "сакри" — ҫурӑм/. Ашак, лашан ҫурӑм ҫи тӗлӗнчи тирӗ. Тунӑ тирӗ ҫинче пӑтӑр-пӑтӑр пӑнчӑсем пулаҫҫӗ. Вырӑс чӗлхине XVIII ӗмӗрте француз чӗлхинчен кӗнӗ. Каярахпа качакапа сурӑх тирӗпе те усӑ курма пуҫланӑ. Шагрень тиртен куртка, кипке-кӗпе ҫӗлеҫҫӗ.
Шевро — /француз чӗлхинче "козленок"/ ҫемҫе тир. Качака тирӗнчен тӑваҫҫӗ. Хром краски ҫине чиксе сӑрлаҫҫӗ. Илемлӗ атӑ-пушмак ҫӗлеҫҫё.
Юфт — /пӑлхарла "юхта" — тир/. Чӗн сӑран, тачка сӑран тир. Вӑкӑр, ӗне, лаша тирӗнчен тӑваҫҫӗ. Таса тикӗт ҫине пусарса чикеҫҫӗ, сӑрӑлаҫҫӗ.
Атӑ-пушмак, лаша хӑмӑт-йӗнерӗ, ут таврашӗ, салтак сумки, пиҫиххи ҫӗлеҫҫӗ.
Яловичная — /вырӑсла "яловая" — чупман, хӗсӗр ӗне-пӑру/. Ӗне-пӑру тирӗнчен тунӑ сӑран тир. Сӑрӑ ҫине чикнӗ, ирӗлсе тӑракан аш ҫӑвӗ ҫинче пусарнӑ тир. Атӑ-пушмак ҫӗлеҫҫӗ /яловые сапоги/.

Халат — турккӑсен "хилат" — мухтав тумтирӗ. Хӑлатлӑ сарлака, чӗркенсе тӑхӑнакан тумтир. Чӑваш йӑлине XX ӗмӗрте кӗнӗ. Хӑш ӗмӗрте йӑларан тухни паллӑ мар. Хӑлатлӑ тум - ирӗклӗ тум.

Хыс — хӗрача тумтирӗ. Сӑхман, кафтан /хыс — хыр — хӗр сӑмаха пӗлтермен-ши?/. Качча тухакан хӗр валли ятарлӑ хыс /сӑхман/ ҫӗленӗ. Хыс — симӗс сукнаран ҫӗленӗ сӑхман. Хыса ҫулла тӑхӑннӑ.

Чапан, чаппан — аҫам, хресчен тӑхӑнакан сӑхман. /Тӗрӗк чӗлхинче "чабан" - кӗтӳҫ/. Чаппан — кӗтӳҫ тумтирӗ. /Перс чӗлхинче "оршупана" — сурӑх кӑтӗвне сыхлакан ырӑ, Турӑ. Кӑркӑссен — "чолпан-атта", сурӑх ырри, сурӑх турри. "Чупан", "чулпан" — шурӑм пуҫ /венера/ ҫӑлтӑрӗ /Турӑ/.

Шупӑр, шупар — ҫуллахи тумтир. Шурӑ хӑлат, халат. Сӑхман. Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен хушшинче сарӑлнӑ чӑваш тумӗ. Ҫармӑсла "шовыр", "шавыр", удмурт чӗлхинче - "шабыртон", вырӑсла - "шабур", "шабурина", "Шабурятина", "сукманка" теҫҫӗ. Уяв вӑхӑтӗнче, кӗлӗ кунӗсенче тӑхӑнакан тӗрӗленӗ тум. Шупӑра шурӑ пусмаран, шурӑ е хура, е кӑвак сукнаран ҫӗлеҫҫӗ. Ун ҫине авалхи тамха тӗррисене тӗрлеҫҫӗ. "Кӗлмӗҫсем уй чӳкӗнче учӗке шурӑ шупӑрсене тӑхӑнса тухрӗҫ. Кӗлӗ умӗн шурӑ ҫӗлӗкӗсене хывса хул айне хыврӗҫ".

Юпӑнчӑ — турккӑлла "япондже" — плащь с капюшоном. Тӗрӗкле "яп", "йап" — витев, ҫи витти. 1. Витев. Накидка. 2. Пысӑк лаптӑклӑ кӗҫҫе. XVIII ӗмӗрте вырӑс чӗлхине кӗнӗ. Плащь с капюшоном, епанча.

Юпкӑ — /арабла "юппа", "джубба" — хӗрарӑмсен хулсӑр куртки, тумӗ/, ума ҫакнӑ саппун майлӑ тумтир. Хальхи майлӑ юпкӑ XIX ӗмӗр вӗҫӗнче йӑлана кӗнӗ. XX ӗмёрте Чӑваш Ене ҫитнӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-14 02:40:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4990 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем